Амăшĕн юратăвĕ тĕрев парать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.03.2026, 09:38 Просмотров: 20

Чăваш енре «Паттăрсен амăшĕсене чечексем» акци иртет. Ăна «Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн хĕрарăмсен юхăмĕ» тата «Çирĕп çемье» парти проекчĕсем шучĕпе ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсен амăшĕсене тимлĕх уйăрас тесе йĕркеленĕ.

Тĕлпулу Мартăн 8-мĕшĕ умĕн Шупашкарта Раççейĕн тĕрленĕ карттин музейĕнче иртнĕ. Салтак амăшĕсене Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев саламланă, паттăрлăхпа чун çирĕплĕхĕшĕн тав тунă. Кашни салтакăн чĕрине амăшĕн юратăвĕ ăшăтса тăрать, тĕрев парать. Паянхи кун пирĕн хĕрарăмсен вăй-хăвачĕ нихçанхинчен те çирĕп. Амăшĕсем ывăлĕсемшĕн кĕл тăваççĕ, вĕсем киле таврăнасса шанса кĕтеççĕ. Пирĕн çар çыннисен паттăрлăхĕ вăл амăшĕсен паттăрлăхĕ пулнине палăртнă Олег Николаев. Вăл амăшĕсене çурхи чечексем тата асăнмалăх парнесем парса хавхалантарнă. Çавăн пекех уяв ячĕпе «Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн хĕрарăмсен юхăмĕ» проекта ертсе пыраканĕ Наталия Партасова, Чăваш ен культура министрĕ Светлана Каликова, ĕçлев министрĕ Алена Елизарова саламланă.

Республикăри муниципалитетсенчен пухăннă хĕрарăмсен пĕр-пĕринпе паллашса чуна уçса калаçма май пулнă. Вĕсене валли Раççей карттин музейĕнче экскурси ирттернĕ, хамăр çĕршывра пурăнакан халăхсен пуян культурипе, хăйнеевĕр еткерлĕхĕпе паллаштарнă. Çавăн пекех амăшĕсем Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Федор Павлов пьесипе лартнă «Ялта» спектакле курнă.

Тĕлпулăва Вăрнар округĕнчи Кушар Юнтапара пурăнакан СВО участникĕн амăшĕ Алина Спиридонова хутшăннă. Вăл хăй те волонтерсен йышĕнче салтаксем валли гуманитари пулăшăвĕ пухас ĕçре хастарлăх кăтартать.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика