Пулăшупа савăнтарчĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.03.2026, 09:23 Просмотров: 26

Мартăн 8-мĕшĕ умĕн пире, ятарлă çар операцине хутшăнакансен амăшĕсене, мăшăрĕсене, Вăрнарти тĕп библиотекăна ăшă тĕлпулăва пуçтарчĕç. Унта хамăра хумхантаракан ыйтусене хускатрăмăр. Волонтерсем пирки те сăмах пуçартăмăр. Пире кил хуçалăхĕнче йывăр ĕçсене пурнăçлама пулăшакансем пулсан тем пек лайăх пулмаллине каларăмăр.

Хĕрарăмсен Канашĕн Вăрнарти уйрăмĕн ертÿçи Анастасия Михайловна Кириллова ку ыйтăва тимлĕхе илнине пĕлтерчĕ, ăна татса пама пулчĕ. Вăл хăйĕн сăмахне пурнăçларĕ. Темиçе кунтан ман пата сарай тăррине юртан тасатма маттур ĕçченсем, Сергейпа Володя, килсе çитрĕç. Вĕсем вашават пулчĕç, хăйсен ĕçне тĕплĕн пурнăçларĕç. Эпĕ Анастасия Михайловнана тата Сергейпа Володьăна мана пулăшнăшăн, ырă ĕçпе хавхалантарнăшăн чун-чĕререн тав тăватăп.

Вăрнарта пурăнакан салтак амăшĕ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика