Террорла ĕçсене ырлани, унта хутшăнма чĕнни тата çынсене явăçтарни - хăрушă преступлени. Çакăн пек киревсĕр ĕçшĕн нумаях пулмасть хамăр республика çыннине те тытса чарнă. Ун тĕлĕшпе ФСБ-н Чăваш енри Управленийĕн следстви органĕ Раççей Уголовлă кодексĕн 205.2-мĕш статйин 2-мĕш пайĕпе уголовлă ĕç пуçарнă. 37-ри арçынна икĕ эпизодпа айăплав тăратнă - террорла ĕç-хĕле пурнăçлама уççăн чĕннĕшĕн, терроризма уççăн тÿрре кăларнăшăн е пропагандăланăшăн.
Палăртнă тăрăх, ку арçын ятарлă çар операцине хирĕçле шухăш-кăмăллă пулнă. Телеграм-каналсенчен пĕринче вăл 2024 çулхи июльте терроризма тÿрре кăларакан комментари вырнаçтарнă.
Унсăр пуçне, Шупашкарти промышленноç предприятийĕ çине БПЛА тапăнăвĕ пулсан та вăл çакна «тимлĕхсĕр» хăварман. Пĕлтĕрхи июльте публикацисем айĕнче каллех комментарисем çырнă: вĕсенче Раççей территорийĕнче террорла ĕçсене тума чĕнсе калани пур.
- Преступлени тĕлĕшпе тĕрĕслев пырать. Шупашкар хулинчи Мускав район сучĕ тишкерÿ вăхăтĕнче арçынна ирĕкрен хăтарма йышăннă, - пĕлтерет ФСБ-н республикăри Управленийĕн официаллă представителĕ Марина Афанасьева.
Ку лару-тăру пирки И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн юридици факультечĕн адвокатура кафедрин заведующийĕ, юридици наукисен кандидачĕ Дмитрий Змиевский те комментари панă:
- Массăллă информаци хатĕрĕсем, электронлă е информаципе телекоммуникаци ?çав шутра - Интернет% сечĕсем урлă терактсем тума уççăн чĕннĕшĕн е ку усал пулăма тÿрре кăларнăшăн 300 пин тенкĕрен пĕр миллион тенкĕ таран е 3-5 çулхи ĕçукçи е ытти тупăш чухлĕ штраф хума пăхнă. Çавăн пекех преступлени йывăрлăхне кура 5-7 çуллăха ирĕкрен хăтарма тата 5 çул таран пĕр-пĕр должноçе йышăнма е хăшпĕр ĕç-хĕлте тимлеме чарма та пултараççĕ.
Март 2026 |
