Хушма укçа-тенкĕ уйăрĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.03.2026, 09:30 Просмотров: 20

Чăваш Республикин правительстви регионăн 2026 çул валли пĕрлехи финанс планĕн корректировкине çирĕплетнĕ. Тÿрлетÿсен йĕркипе хальхи вăхăтри цифра технологийĕсене усă куракан медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессине 76,6 млн тенкĕ уйăрĕç.

Ку укçа-тенкĕпе МАХ мессенджер урлă врач патне çырăнмалли системăна тата телемедицина консультацийĕсене илессине аталантарма палăртаççĕ. Çавăнпа пĕрлех телемедицинăна кулленхи практикăна кĕртме пулăшакан инфраструктурăна йĕркелеме шутлаççĕ.

Республикăра пурăнакансем МАХ платформăпа çыхăннă медицина тивĕçтерĕвĕсемпе активлă усă кураççĕ. Çак мессенджер ĕçлеме пуçланăранпа граждансем ун урлă 34 пин хутчен врач патне, специалистсемпе консультаци илме 9 пин хут çыхăннă тата чирлесен электронлă майпа 8 пин ытла «больничный» хутне илнĕ.

Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин информаципе аналитика медицина центрĕн директорĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Ирина Никонорова пĕлтернĕ тăрăх, республикăри медицина информацийĕн системипе МАХ мессенджера пĕрлештерме 3,4 млн тенкĕ уйăрма палăртнă. Ку сервиссене кăлтăксемсĕр, тухăçлă ĕçлеме пулăшассине палăртаççĕ министерствăран.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика