Аталану çулĕпе малалла

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.03.2026, 09:32 Просмотров: 114

Чăваш ен Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче ку çула бюджета тÿрлетÿсем кĕртнине ырланă. Хăвăрах пăхăр: тупăш 10,7 млд тенкĕ ÿсет, вĕсенчен 9,3 миллиарчĕ регионăн хăйĕн тупăшĕ. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле патшалăх хыснине 119 млрд тенке яхăн кĕмелле.

Чи кирли - бюджет тăкакĕсем 27,7 млрд тенкĕ ÿсĕç, 137,5 миллиард тенкĕпе танлашĕç. Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă тăрăх, республика кун пек ÿсĕме пĕлмен-ха.

Тĕп тĕллев - халăх ырлăхĕ. Хушма укçа-тенкĕн пысăк пайне - 19,8 млрда - социаллă пурнăçпа культура сферине аталантарма яраççĕ. Çавна май 88,6 млрд тенкĕ уйăрĕç. Ку тивĕçлĕ пулăшу. Укçа-тенкĕ СВО участникĕсене тата вĕсене çемйисене, бюджет сферинче ĕçлекенсене, социаллă хÿтлĕх кирлĕ граждансене пулăшма, çавăн пекех шкулсене, ача сачĕсене, поликлиникăсене, спорт тата культура объекчĕсене çĕклеме тата юсама кайĕ.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Елена ГРИГОРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика