Роспотребнадзор прогнозĕсем тăрăх, Раççей-ре пуш уйăхĕн вĕçнелле сăвăссем тухма пуçлаççĕ. Паллах, регионсенчи çутçанталăк уйрăмлăхĕсене те шута илмелле.
Сăвăссем хăрушă инфекцисене - вирус энцефалитне тата боррелиоза? Лайм чирне% - саракансем.
Тĕп хÿтĕлев - вакцинаци. Халĕ сăвăссен сезонĕ çитиччен иммунитета йĕркелемелле, вакцинациленмелле.
Энцефалит чухне пуç мими сиенленет. Инвалида тухма пулать.
Наркăмăшлă хурт-кăпшанкăран ирĕкре мĕнле хÿтĕленмелле/ Кĕлеткене май пур таран хуплакан çутă тумтир тăхăнмалла ?шăлавара нуски ăшне чикмелле%, сăвăссенчен хÿтĕлекен акарицидлă спрейсемпе усă курмалла, тумтире сапмалла, харпăр хăйне тăтăшах тĕрĕслемелле.
Сăвăс çыртсан, тăрăнсан хăвăртрах унран хăтăлмалла. Тухтăр пулăшăвĕпе усă курсан аванрах.
Енчен те хурт-кăпшанка хăвăрах асăрханса çиппе е пинцетпа туртса кăлартăр пулсан ăна савăта хумалла, тухса ан тартăр тесе хупăлчапа тачă витмелле. Ятарлă лабораторине ?СЭС-ре е урăх центрта вырнаçнине% кайса памалла.
Енчен те инфекцие тупса палăртсан лаборатори пациентпа çыхăнĕ. «Энцефалит» диагноз чухне юна иммуноглобулин ?малтанхи 72–96 сехетре% яраççĕ, боррелиоз-тăк, антибиотиксемпе сипленмелле.
Астăвăр! Чиртен асăрханасси сипленессинчен аванрах.
Елена ГРИГОРЬЕВА
Март 2026 |
