Ир
Акă хĕвел хăпарчĕ,
Сывлăм та типет.
Лăпкă ял вăранчĕ,
Ĕçе пикенет.
Ĕне суни илтĕнет,
Витри сĕтпе савăнать.
Ĕне хÿре пăтратса
Çеремлĕ уя васкать.
Чăхсем апат шыраççĕ,
Какалаççĕ хурĕсем.
Кушаксем таçта васкаççĕ,
Шăршлаççĕ курăк кроликсем.
Çава çемçе туптанать,
Сасси уçăмлă янрать.
Хуçи те тарне шăлса
Уттине çулма васкать.
Колхозниксем ĕçе васкаççĕ
Сенкĕ-кĕрепле йăтса.
Кайăксем шăрантараççĕ
Ирхи савăк юррине.
Ачасем шкула васкаççĕ
Пиртен çĕленĕ сумкăпа.
Хĕрлĕ галстук вĕлкĕшет
Ирхи хĕвел çутипе.
Пенсионер-пулăç
Тĕттĕм каç çуталчĕ,
Пулла каймалла.
Шĕлченĕ те хатĕр,
Эс васка унта.
Хĕвел хăпарасшăн,
Малалла чĕнет.
Эсĕ тăмасассăн
Нимĕн те пулмасть.
Пĕччен пурнăç йывăр,
Ĕç нихçан пĕтмест.
Эс ирех тăрсан та
Вăл куçран каймасть.
Çут пĕвери пулă
Савăнса сикет.
Вăлтана лексессĕн
Хытă авăнать.
Акă витре тулчĕ,
Килелле чĕнет.
Пулла тасатсассăн
Чунăм савăнать.
Çумăрĕ лăш-лăш çăвать,
Пулли савăнса сикет.
Йĕпеннĕ пулăç васкамасть,
Ăманне тирет.
Кăвакалĕ нартлатса
Çемйипе савăнать.
Чарлан та мăйне тăсса
Пĕве урлă вашлатать.
Пулăç та киле васкать,
Унта ĕçĕ пит нумай.
Симĕс пахча йыхăрать,
Ĕçлеме хистет.
ЯНСАРИН
Март 2026 |
