Республикăра кĕçех Фермер шкулĕн 7-мĕш юхăмĕ ĕçлеме пуçлĕ. Курссем тÿлевсĕр. Кăçал та ял хуçалăхĕнче вăй хурас кăмăллисене 2 енпе пĕлÿ илме сĕнеççĕ - пулă ĕрчетессипе тата мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕхпе ĕçлессипе. Конкурс суйлавĕ пуш уйăхĕн 22-мĕшĕччен пынă. Вĕренÿ ака уйăхĕнче пуçланать.
Хальхи вăхăтра Чăваш енре пулă производствипе тата тирпейлессипе 12 хуçалăх ĕçлет. Çапах та продуктăн пысăк пайĕ Раççей Федерацийĕн ытти субъектĕнчен килет.
Пулă ĕрчетессипе ĕçлес тĕллевлисем «Перспектива» гранта тивĕçме пултараççĕ. Çак тапхăрта 12 фермер 80 миллион тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвне илнĕ. Кунсăр пуçне ял хуçалăх таварне туса илекенсене пулла тирпейлеме туяннă оборудованишĕн тăкакланă суммăн 30 процентне каялла тавăрса параççĕ.
Акă, Тăвай округĕнчи пĕр фермер форель фермине уçнă, 54 бассейнра 72 пин ытла пулă тытаççĕ. 2022 çулта фермер «Перспектива» гранта тивĕçнĕ. Форель ферминче çулталăкра 22 тонна пулă туса илеççĕ.
Елена ГРИГОРЬЕВА
Март 2026 |
