Мартăн 17-18-мĕшĕсенче «Рассвет» спорткомплексра Шкул волейбол лигин йĕркипе Чăваш Республикин чемпионачĕн пĕрремĕш тапхăрĕ иртнĕ.
Унта пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацисенчи яшсемпе хĕрсен ялти командисем тупăшнă. Ăмăртăва Элĕк, Çĕмĕрле, Пăрачкав тата Вăрнар муниципаллă округĕсенчи шкул ачисем хутшăннă.
Яшсем хушшинче Вăрнар округĕн чысне Кÿстÿмĕр шкулĕн команди хÿтĕленĕ. Хĕрÿ тупăшура вĕсем пĕрремĕш вырăн йышăннă. Хĕрсем хушшинче Вăрнарти 1-мĕш шкулăн коллективĕ ыттисенчен вăйлăрах пулнă. Вĕсем те пĕрремĕш вырăна çĕнсе илме пултарнă.
Çурма финалăн тепĕр тапхăрĕ Çĕнĕ Шупашкарта иртмелле. Унта та пысăк çитĕнÿсемпе палăрма каччăсемпе хĕрсене ăнăçу сунатпăр.
Ăмăрту «Единая Россия» партин «Сывă пуласлăх» проекчĕпе иртнĕ.
Март 2026 |
