Чăваш музыка культурин тĕнчипе киленнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.03.2026, 10:29 Просмотров: 15

Мартăн 19-мĕшĕнче Вăрнарти 2-мĕш шкулта округри чăваш чĕлхипе литература тата музыка вĕрентекенĕсем секци занятине пуçтарăннă. Хăнасем Ольга Косарева музыка учителĕ ертсе пынипе чăваш халăх музыкин историйĕпе паллашнă. 5-мĕш «Г» класра вĕренекенсем сăвăсем каланă, салтака ăсатнине тата туй вылянине сăнлакан видеороликсем пăхнă.

Çавăн пекех чăваш халăх юррисене пуçтаракан тата юрлакан Ираида Вдовинан кун-çулне тĕпчесе пĕлнĕ. 4-мĕш класра вĕренекенсем кăтартнă «Качакалла» халăх вăййи пурне те кăмăла кайнă. Урок ташă тата вăйă картинче шăрантаракан юрăсемпе вĕçленнĕ.

Занятин иккĕмĕш пайĕнче Вăрнарти 2-мĕш шкулти учительсем - Анастасия Крючкова, Марина Ильина, Вероника Дмитриева тата Ольга Ильина - класс тулашĕнче ирттерекен ĕç-хĕлпе паллаштарнă. Çак наставниксем пулăшнипе Семен Семенов сăвă калас ăсталăхра палăрнă, пиллĕкмĕш класри хĕрпĕрчисем чăваш халăх ташшин çемминче çаврăннă.

Шкул театрĕ хатĕрленĕ «Пукане» спектакль пурин чунне те тыткăнланă. 5-мĕш «В» класри çамрăк артистсем хăйсен сăнарĕсене питĕ витĕмлĕ калăпланă, кашни сценăна пурнăçри пек вылянă.

Мероприяти вĕçĕнче секци занятине çÿллĕ шайра йĕркеленине, тухăçлă ирттернине палăртнă. Тĕлпулу вăхăтĕнче Чăваш ен еткерлĕхне, йăли-йĕркисене сыхласа хăварасси, çамрăк ăрăва халăх культурипе музыкипе паллаштарни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине çирĕплетсе пĕтĕмлетнĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика