Тăванла Беларусь Республики вăрнарсене ăшă та хĕвеллĕ çанталăкпа кĕтсе илчĕ. Чăваш енре юр кĕрчĕсем ирĕлсе пĕтме вăхăт кирлĕ-ха. Кÿршĕлле çĕршывра вара иртнĕ эрнерех чăн-чăн çуркунне хуçаланать. Юр çав тери сулхăнлă тата хĕвел лекмен вăрмансенче кăна кăшт выр-тать. Хăшпĕр çĕрте кунта çурхи уй-хир ĕçĕсем те пуçланнăччĕ ĕнтĕ...
Витебск облаçĕнчи Бешенковичи районне çул тĕллевлĕ шухăшсемпе - усă курман çĕрсемпе сооруженисене çаврăнăша кĕртес опытпа паллашассипе çыхăнчĕ. Делегацие округ пуçлăхĕн заместителĕ - экономика пайĕн пуçлăхĕ Светлана Шашкарова ертсе пычĕ. Инçет çула çавăн пекех округ депутачĕсем - «Мураты» хуçалăх ертÿçи Геннадий Спиридонов, «Россельхозцентрăн» округри представителĕ Вячеслав Алексеев, Вăрнарти 2-мĕш шкул директорĕ Сергей Ильин, Калинино чиркĕвĕн настоятелĕ Сергий атте, «Броневик» хуçалăх ертÿçи Галина Кроткова тухрĕç. Мана та делегаци йышне кĕме тÿр килнишĕн чĕререн савăнтăм.
Вăрнар муниципаллă округĕпе Беларусь Республикинчи Витебск облаçĕнчи Бешенковичи районĕпе çыхăнса ĕçлесси 2024 çулта çырнă Килĕшÿ тăрăх йĕркеленет. Вăл тĕрлĕ çул-йĕре пĕрлештерет: экономика, вĕрентÿ, культура, спорт.
Тараватлăх, тасалăх
Чăннипех те тараватлăн кĕтсе илчĕ Бешенковичи. Пĕр ÿстермесĕр: çыннисем уçă чĕреллĕ. Иртнĕ çул вăл енчен Вăрнара килсен те çакна аван туйнăччĕ. Унччен çĕр çул пĕлнĕ çынсем пекех хутшăннăччĕ. Халĕ тата та пысăкрах ушкăнпа, тĕрлĕ отрасльте тăрăшакансемпе калаçма тÿр килчĕ. Чăнахах та вĕсенче чи ырă енсем пĕрлешнĕ - никам та мăнкăмăлланса, туйăмсене улăштарса-суеçтерсе калаçмасть. Мĕн чухлĕ талантлă çын пурăнать кунта: анчах та пĕр-пĕрин çинчен каланă чухне пĕр ăмсану сĕмĕ те палăрмасть.
Паллă ĕнтĕ, кирек ăçта пулсан та тавралăха яланах хамăр патрипе танлаштаратăн. Бешенковичи тасалăхĕпе вара тÿрех тыткăнларĕ. Хăна çуртĕнчен поселока çитиччен те, район центрĕнче те яка çулсем илĕртеççĕ. Трассăсенче çул айăккисене те асфальтпа хытарнă. Уйсене пĕр метр юлмиччен акса-туса илни сисĕнет. Анасем çул хĕрри таран сухаланнă е кĕрхисемпе илĕртеççĕ. Юпа таврашĕсене те ĕçлеттерни курăнать.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Светлана ЧИКМЯКОВА
Март 2026 |
