«Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатăн пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнчи номерĕнче «Хурав кĕтетпĕр» ятпа çыру пичетленсе тухнăччĕ. П.Иванова поселокри Карл Маркс урамĕпе утакансене чие йывăççисем, сирень тĕммисем питех те чăрмантарнине пĕлтернĕ.
Кăсăклантаракан ыйтăва Вăрнар муниципаллă округĕн администрацине çитернĕ хыççăн Вăрнар территори пайĕнчен хаçат редакцине çапла хурав килчĕ: «П.Иванова çырăвне илнĕ хыççăн Вăрнар территори пайĕн администрацийĕ çапла пĕлтерет. Поселокри Карл Маркс урамĕнчи тротуар хĕрринчи йывăçсем харпăр хăй хуçалăхĕсенчи территорисенче вырнаçнă. Граждансем пурăнакан вырăнсем хăрушлăхсăр пулмалла. Çĕр участокĕсен хуçисем патне тротуар енчи йывăçсен турачĕсене касасси пирки çырусем ярăпăр».
Апрель 2026 |
