Авруй ялĕ пурăнать-ха

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.04.2026, 15:18 Просмотров: 17

Тахçан Авруй ялĕнче

Пурăннă нумай çемье.

Ачисем ÿссе çитсен

Кайса пĕтнĕ инçете.

Халĕ вара пуш килсем,

Чалăшнă пÿрт тăррисем.

Кайăксем те çуркунне

Вĕçеççĕ тăван енне...

Эрнипе кун сиктермесĕр юр çурĕ те çурĕ. Паян та ирех юр пĕрчисем вĕçме пуçларĕç. Александр Николаевич Антонов Вăрнартан хăйĕн çăмăл машинипе Отиккăвă ялне вĕçтерсе те çитрĕ. Ашшĕ-амăшĕн пÿрчĕ тĕлĕнче чарăнчĕ те тимĕр хапхана уçса васкаса шалалла кĕрсе кайрĕ. Нумай та тăмарĕ, юр тăрăх çÿрекен тимĕр учĕ çине ларса мĕкĕрттерсе вĕçтерчĕ çул тăрăх тăвалла.

Унтан сулахаялла вăрман патнелле, Авруй ялĕ еннелле пăрăнчĕ. Хыçалтан шурă юр мăкăрланни çеç тăрса юлчĕ.

Кĕçех Авруй уйĕ те курăнма пуçларĕ. Уялла кĕрсен Сергей Павловичăн пÿрчĕ куç умне тухса тăчĕ. Вăл ирех кăмака хутса янă, тăрпаран пĕлĕте çити кармашакан тĕтĕм аякранах курăнать. Сашăн çан-çурăмĕ тăрăх тĕлĕнмелле ăшă туйăм чупса иртрĕ, кăмăлĕ савăнăçпа тулчĕ. «Авруй ялĕ пурăнать-ха!» - сасăпах каларĕ вăл. Тата хытăрах вĕçтерчĕ килĕ еннелле.

Çак вырăна Антон Игнатьевич Красноармейски районĕнчен куçса кил-çурт çавăрнă. Пурĕ ултă ача çитĕнтернĕ. 1929 çулта Виталий ывăлĕ çуралнă. Вăл тĕп килĕнче пурăннă. Пруссак ялĕнчи чи илемлĕ, чи ĕçчен хĕре - Раиса Харитоновнăна - качча илсе пĕр ывăлпа виçĕ хĕр пăхса ÿстернĕ. Хĕрĕсем - чиперккесем - виççĕшĕ те хăвăртах мăшăрсем тупнă. Ывăлĕ Коли те авланса çумри ялта, Отиккăвăра, пÿрт лартнă. Авруй ялĕнчи кил-çуртне пăхсах тăнă, унта вĕллесем тытнă. Хурчĕсене аслашшĕ Антун ĕрчетме пуçланă.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

каймалли çул яланах кĕскерех пек туйăнать. Юр тата хытăрах çума пуçларĕ. Йĕрсене хыçалтан хупласах пычĕ.

Надежда ИЛЬИНА,

пенсионерка

Материала хĕл кунĕсенче çырнă

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика