Транспорт ыйтăвĕсемпе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.04.2026, 15:19 Просмотров: 19

Чăваш ен правительствин ларăвĕнче министрсем, депутатсем, экспертсем хутшăннипе обществăлла транспорт аталанăвĕн ыйтăвĕсене сÿтсе явнă.

Каламалла, иртнĕ пилĕк çулта регион 139 çĕнĕ автобус тата 221 троллейбус туяннă. 2030 çулчченхи планра - тата 459 транспорт единици илесси. Рейссен тытăмĕ те аталанать. Апрельтен пуçласа пилĕк çĕнĕ маршрут çÿреме тытăннине пĕлтереççĕ.

Паллах, транспорт çыхăнăвĕн аталанăвне экономика чăнлăхĕсем те витĕм кÿреççĕ. Водительсен шалăвне индексацилесе тăмалла, пассажирсен хăрушсăрлăхне тивĕçтермелле, транспорт валли пахалăхлă запас пайĕсем туянмалла. Унсăр пуçне электроэнерги, газ, дизель хакĕ ÿсет...

Ку тытăма тĕрев парассипе тĕрлĕрен ыйтусене пăхса тухнă ларура. Сăмахран, лимитсăр Пĕрлехи çÿрев билетне ĕçе кĕртесси, студентсем, СВО участникĕсем, ветерансем тата ытти ушкăнсем валли çăмăллăхсем йышăнасси тата ытти çинчен.

Çавăн пекех чарăну вырăнĕсене тухса обществăлла транспорт пирки пассажирсем хушшинче ыйтăмсем ирттересшĕн. Унсăр пуçне Обществăлла палатăра та ку темăна хускатĕç. Çакна шута илсе тивĕçтерÿсен пахалăхне ÿстерме пулăшакан йышăнусем тăвĕç.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика