Этеме чи малтанах ĕç пиçĕхтерет, пурнăç ăслăлăхне вĕрентет. Ума тухса пыракан йывăрлăхсене çĕнтерме çирĕплĕх парса тăрать. Тата çынсемпе ырă пулни, вĕсене яланах пулăшма тăрăшни те хаклă. Чунлăх туйăмĕ иксĕлми пулсан çакă хăйсене те çĕнĕ вăй-хăватпа каялла таврăнать. Çакна Çăкаллă Явăшри Раиса Кирилловна Максимован пархатарлă тĕслĕхĕпе те çирĕплетме пулать.
Тертне-нушине сахал мар курнăран, вĕсем умĕнче хуçăлманран, апла пулин те çынлăхпа ырăлăха сыхласа хăварнăран шăпа вăрăм та пуян кун-çул парнеленĕ ĕнтĕ ăна. Вăл ял-йышри хисеплĕ ватăсенчен пĕри, чылай çулхи хастар ĕçĕпе те, уçă чунĕпе те ырă ятра.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Ирина ЯКОВЛЕВА
Апрель 2026 |
