Аш-какай комбиначĕн тата Вăрнар округĕн чысне хÿтĕлеççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.04.2026, 15:20 Просмотров: 14

«Хĕрарăма мухтар» Хĕрарăмсен канашĕн юбилейлĕ фестиваль- конкурсĕнче Вăрнарти аш-какай комбиначĕн чысне 6 маттур ĕçчен хÿтĕлĕ. Вĕсенчен кашниех хăйнеевĕрлĕ маттур та пултаруллă, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче.

Предприяти пирки те лайăххине çеç каламалла. Вăрнарти аш-какай комбиначĕн ÿсĕмлĕ кун-çулĕ 1957 çулхи октябрĕн 24-мĕшĕнчен пуçланнă. Паян вăл Атăлçи тăрăхĕнчи чи паллă та çирĕп аталанакан агрохолдингсенчен пĕри шутланать, хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе тивĕçлипех мухтанма пултарать. Агрохолдинг йышне аш-какай комбиначĕсĕр пуçне тата сыснасене ĕрчетекен виçĕ комплекс, сĕт ферми тата «Санар» бренчĕпе паллă лавккасен сечĕ кĕреççĕ. Предприяти 20 пин гектар пулăхлă çĕре акса тирпейлет. Выльăх-чĕрлĕх йышĕ те пысăк калăпăшĕпе тĕлĕнтерет, 35 пин сыснапа 6 пин ĕне-вăкăр. Продукцине хăй туса илекен аш-какайран хатĕрлени пахалăха çирĕп тĕрĕслевре тытма май парать. «Уй-хиртен сентре çине» - агрохолдингăн тĕп принципĕ.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Оксана СЕМЕНОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика