Хăюлăхпа хастарлăхшăн - медальсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.04.2026, 15:20 Просмотров: 15

Ятарлă çар операцийĕнче çар çыннисемпе тата контракт çырнисемпе пĕрлех тулли мар мобилизаципе службăра тăракансем те çĕршыв интересĕсене хÿтĕлеççĕ. Вĕсем те хăйсене шаннă çар тивĕçĕсене чыслăн пурнăçлаççĕ.

Вăрнарти Андрей Алексеев тата Хăмăш каччи Григорий Егоров, акă, çапăçу хирĕнче 2022 çултан пулнă. Мобилизаци йĕркипе ят тухсан иккĕшĕ те алла хĕçпăшал тытса çĕршыв тăнăçлăхĕн хуралне тăнă. Çар чаçĕнчи хаклав тăрăх, пĕлтерĕшлĕ задачăсене пурнăçланă чух хăюлăхпа тата харсăрлăхпа палăрнă. Хальхи вăхăтра салтаксем тăван тăрăхра. Йывăр аманнине кура тата чире пула службăна хăварма тивнĕ. Григорий Егоров, акă, хăрушсăрлăх енĕпе аслă пĕлÿ илнĕскер, паян хулари пĕр медицина учрежденийĕнче гражданла оборона енĕпе специалистра тăрăшать. Андрей Алексеевшăн вара хальлĕхе тĕпре - сывлăха çирĕплетесси, сурансене сиплесси.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика