Вăрнарти «Березка» ача сачĕ пĕрремĕш хут хăйĕн алăкĕсене пĕчĕк шăпăрлансем валли уçнă-ранпа 55 çул çитрĕ. Çак вăхăтра вăл нумай-нумай выпускнике аслă çул çине кăларнă. Халĕ вĕсенчен чылайăшĕ хăйсен ачисене, мăнукĕсене юратнă ача садне илсе çÿрет.
Ача сачĕ - пĕчĕк шăпăрлансен хаваслă куллипе тулнă асамлă тĕнче. Кашни ачашăнах вăл иккĕмĕш кил пулса тăрать, ĕмĕрлĕх асра юлать. Кунта вĕсем пĕрремĕш ÿсĕм-çитĕнÿсем тăваççĕ, пĕлÿ тĕнчин алăкне уçаççĕ, пĕрремĕш тус-юлташсене тупаççĕ. Ача садĕнче ырă та уçă чун-чĕреллĕ, хăйсен ăшăлăхне ачасене парнелеме пултаракансем çеç нумай çул ĕçлеме пултараççĕ. «Березка» ача сачĕн коллективĕ маттур та пултаруллă. Кунта тĕрлĕ ÿсĕмри специалистсем вăй хураççĕ. 2020 çултанпа заведующинче Надежда Владимировна Васильева тăрăшать. Уяв концертĕнче вăл ача сачĕ паянхи пурнăç таппипе тан утнине, аталаннине каларĕ. Кашни çулах пурлăхпа техника базине çĕнетме, кивелнĕ сĕтел-пукана улăштарма тăрăшнине, грант проекчĕсене активлă хутшăннине палăртрĕ. Ача садĕнче яланах çутă, ăшă, хăтлă, хăрушсăр пултăр, ачасем пирĕн пата тулли кăмăлпа çÿреччĕр тесе пĕтĕм вăя хыватпăр, пĕтĕмлетрĕ Надежда Владимировна.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Оксана СЕМЕНОВА
Апрель 2026 |
