Ыранхи çинчен - паян

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.04.2026, 15:21 Просмотров: 148

Ĕçлев министрĕ Алена Елизарова пĕлтĕр ĕç паракансенчен яшсемпе хĕрсене 2026-2027 вĕренÿ çулĕнче тĕллевлĕн вĕрентмелли заявкăсем йышăнас енĕпе федераци шайĕнчи программа старт илнине пĕлтернĕ.

Çамрăксем хамăр патра кăна мар, ытти çĕрти вузсенче те вĕренме пултараççĕ. 2027-2028 çулсенчи тĕллевлĕ вĕрентÿ валли «Раççейри ĕç» платформа урлă заявкăсем йышăнмалли тапхăр ака уйăхĕн 1-мĕ-шĕнче вĕçленчĕ.

Вăхăт вара хăвăрт шăвать - ыранхи çинчен паян шухăшламалла. Хальлĕхе, шел те, аслă шкулсенче специалистсене тĕллевлĕн вĕрентмелли квота çуллен пурнăçланмасть. 2024 çулта 1016 вырăн уйăрнă - абитуриентсем 524-шне кăна йышăннă. Пĕлтĕр те квотăн çуррине яхăн пайĕпе çеç усă курнă.

Иртнĕ çул хуласемпе округсем 277 заявка панă, анчах 114-шне кăна тÿрре кăларнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика