Çураки çитет, уй-хире чĕнет...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.04.2026, 15:23 Просмотров: 18

Округри аграрисен яваплă тапхăр - çураки - çитет. Ху-çалăхсенче çурхи уй-хир ĕçĕсене тĕплĕн хатĕрленеççĕ. Тракторсене, прицепсене, хăй тĕллĕн çÿрекен ял хуçалăх машинисене çулсерен техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларасси тĕпре.

Çак кунсенче «Санары» агрофирмăра техосмотр иртнĕ. Тĕрĕслеве 13 ял хуçалăх техникине тăратнă.

Техосмотр вăхăтĕнче тракторсемпе прицепсен, ытти ял хуçалăх машинисен юсавлăхĕ мĕнлерех шайра пулнине, пушар сÿнтермелли хатĕрсемпе, медицина аптечкисемпе, авариллĕ чарăну паллисемпе тата ыттипе тивĕçтернипе-тивĕçтерменнине тĕрĕсленĕ.

Палăртмалла, агрофирмăн пĕтĕм техники çак кун тĕрĕслев витĕр ăнăçлă тухнă. Андрей Петров ертсе пыракан предприятире çулсерен машинăпа трактор паркне çĕнетме тăрăшаççĕ. Мăнаçлă хурçă утсем ĕç тухăçлăхне ÿстереççĕ.

Пĕлтерĕшлĕ мероприяти хыççăн механизаторсемпе канашлу ирттернĕ, ĕç сыхлавĕн, хăрушсăрлăх техникин тата пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсене пăхса тухнă.

Гостехнадзорăн округри патшалăх инспекцийĕн пуçлăхĕ Александр Семенов, ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Денис Константинов агрофирма ĕçченĕсене çуракине кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттерме çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал суннă.

Елена ТОЛСТОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика