Виç кĕтеслĕ юрату
Юратать хĕр сана чĕререн,
Саншăнах çывраймасть каçсерен.
Ассăн-ассăн сывлать,
вăрттăн çеç вăл йĕрет,
Минтере куççульпе йĕпетет.
Анчах эсĕ туймастăн ăна,
Вăл пачах кирлĕ мар-çке сана.
Теприне юратан, уншăн çеç эс çунан,
Ĕмĕтре эс ăна ыталан.
Анчах эс кирлĕ мар теприне,
Ахалех çунтаран чĕрÿне.
Урăха вăл савать,
уншăн çеç пурăнать,
Унпа çеç телейне вăл тупать.
Виçкĕтеслĕх иккен юрату,
Парнелет вăл сана ырату.
Мĕншĕн-мĕншĕн çапла: эс саватăн пĕрне,
Анчах вăл юратать теприне/
С.УЙКАС
Апрель 2026 |
