Çула çитмен ачасемшĕн хушма тÿлев

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.04.2026, 10:15 Просмотров: 25

Чăваш енри Социаллă фонд уйрăмĕ ватлăхпа паракан страхлав тата инвалидноçпе çыхăннă пенсисене илекенсене, вĕсен иждивенинче çула çитмен ачасем е кĕрет майпа вĕренекен студентсем пур пулсан, çирĕплетнĕ тÿлевпе тивĕçтереççĕ. Хушма тÿлеве республикăра 11,5 пин пенсионер илсе тăрать.

Тивĕçлĕ канăва тухнă чухне гражданинăн çула çитмен ачасем пулсан пенси çумне хушма тÿлеве тÿрех палăртаççĕ. Ача пенсине тухнă хыççăн çуралсан, пенси виçине заявлени памасăрах, пепке çуралнă кунĕнчен шутласа хушса тÿлеççĕ.

Çирĕплетнĕ тÿлеве çак иждивенецсемшĕн параççĕ:

18 çул тултарман ачасемшĕн*

18-23 çулсенчи ачасемшĕн, кĕрет майпа вĕренеççĕ тата ĕçлемеççĕ пулсан ?вĕреннĕ çĕртен справка кирлĕ%*

пенсионерăн иждивенинче шутланакан çула çитмен шăллĕсемшĕн, йăмăкĕсемшĕн, мăнукĕсемшĕн тата кĕçĕн мăнукĕсемшĕн е 23 çулчченхи студентсемшĕн, вĕсен ĕçлекен ашшĕ-амăшĕсем çук пулсан.

Ыйтусем пур пулсан пĕрлĕхлĕ контакт-центра 8?800%100-00-01 телефон номерĕпе шăнкăравламалла ?тÿлевсĕр%.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика