20 çул каялла «Советская Чувашия» çырнă статьясемпе паянхи «Çĕнтерÿ çулĕнчи» статьян пĕтĕмлетĕвĕсем пĕрешкел. Вĕсен хушши 20 çул пулсан та Сăмах «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатăн кăçалхи пуш уйăхĕн
26-мĕшĕнчи 12-мĕш номерте пичетленнĕ «Вăрнар-Бешенковичи. Тĕслех илмелли чылай…» статья çинчен пырĕ. Унта Светлана Чикмякова тĕп редактор Вăрнар округĕн делегацийĕ Беларуç Республикин Витебск облаçне кĕрекен Бешенковичи районне çитсе курни çинчен кăсăклă пĕлтернĕ. Унта пурăнакансен тараватлăхĕ, ялсен тасалăхĕпе тирпейлĕхĕ çинчен хамăр тăрăхпа танлаштарса çырать автор.
- Бешенковичи вара тÿрех тасалăхĕпе тыткăнларĕ, яка çулсем, çул çинче кăна мар, айăккисене те асфальтпа хытарнă. Уйсене пĕр метр юлмиччен акса-туса илни сисĕнет. Анасем çул хĕрри таран сухаланнă е кĕрхисемпе илĕртеççĕ. Юпа таврашĕсене те ĕçлеттерни курăнать, - çырнă автор. Каççа кайсах темиçе хутчен вуларăм статьяна, мĕншĕн тесен вăл Совет тапхăрĕнчи пурнăçа аса илтерчĕ.
Çакăнпа пĕрлех 20 çул каялла «Советская Чувашия» хаçатра вуланă статьясем те аса килчĕç. Вĕсенче те Раççей журналисчĕсене пресс-тура Белоруссине илсе кайса тĕрлĕ облаçĕсене кăтартса çÿренине хыпарланăччĕ. Ăна Беларуç Президенчĕ А.Лукашенко пуçарнипе йĕркеленĕ иккен, унăн тĕп тĕллевĕ - Белорусси пулас Союзлă республикăра пулма юрăхлине кăтартасси. Çакна тĕпчеме вара журналистсене явăçтарнă, çав шутра Чăваш енрен те. Апла-тăк журналистсен Белоруссинче лайăххине кăна мар, япăххине те палăртмалла пулнă. Анчах, темĕн чухлĕ тăрăшсан та вĕсем начаррине тупайман. Ун çинчен кăшт каярах çырса кăтартăп.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Геннадий ИВАНОВ,
республикăри АПК ветеранĕсен пĕрлешĕвĕн членĕ
Пăртас
Апрель 2026 |
