Ĕлĕкрех Мăнкун уявĕ тĕлне чылай çемьере йăва пĕçернĕ. Унăн рецептне аса илер-ха.
Кирлĕ продуктсем: 2 стакан çăнăх, 50 г çĕпре, 3 пĕçернĕ çĕрулми, апат кашăкĕ шыв, тăвар.
Çĕпрене шывра ирĕлтермелле, тăвар ямалла, çăнăхпа, тÿнĕ çĕрулмипе хутăштарса чуста çăрмалла. Алшăллипе витсе ăшă çĕре пĕр-икĕ сехетлĕхе лартмалла. Кайран чустана пĕчĕк çаврашкасем çине пайламалла. Духовкăра 30-40 минут пĕçермелле. Хатĕр йăвасене вĕри шывпа йĕпетмелле, алшăллипе витсе сехет тăхтамалла.
Пылак юратакансене валли йăван тепĕр рецепчĕ. Ингредиентсем: хăйма - 100 г, сахăр - 50 г, усламçу - 50 г, çăмарта - 1 шт., çăнăх - 2 стакан, сода - 1Ÿ3 чей кашăкĕ. Усламçăва ирĕлтерсе сивĕтмелле. Унта ытти продукта хушса чуста çăрмалла. Пĕчĕк çаврашкасем йăваласа духовкăра пĕçермелле. Çиелтен сахăр сиропĕпе, пылпа е çăратнă сĕтпе сапмалла.
Апрель 2026 |
