Христос Турă Иерусалима пырса кĕнĕ куна - Кăчкă уявне - округра анлăн паллă турĕç.
Чиркÿ праçникне икĕ пин çул каяллах уявлама пуçланă. Палăртмалла, ку уява православи тĕнне тытса пыракансем питĕ кăмăллаççĕ. Турă Амăшĕн Пукравĕн Калининăри чиркĕвне кăчкă çыххисем йăтнă çынсем чылаййăн килчĕç. Литургире ачасем те, çитĕннисем те пулчĕç. «Кăчкă - чĕрĕлÿ, çĕнетÿ палли. Пур кил-çурта ырăлăх илсе килтĕр», - терĕ Калининăри вăтам шкул вĕрентекенĕ Надежда Кузьмина.
Христос Иерусалима кĕнине уявланă чухне Тухăçри христиансем пальма турачĕсене йăтаççĕ. Пирĕн çĕршывра чи малтан чĕрĕлекен йывăç - кăчкă. Çавăнпа кăчкă çыххисене илсе чиркĕве килеççĕ, Турăран пиллĕх ыйтаççĕ.
Калининăри чиркĕвĕн настоятелĕ Сергий Моряков протоиерей кăчкă турачĕсене çветтуй шыв сапса сăвапларĕ. Вĕсене Турă кĕтессинче, турăшсемпе юнашар, пĕр çулталăк упрамалла. Сăвапланă кăчкă çемьене инкек-синкекрен сыхлать, чирлекен çынна чиртен сыватать, тенĕ.
Христиансен чи авалхи тата пĕлтерĕшлĕ уявĕ - Мăнкун - çитет. Христос вилĕмрен чĕрĕлсе тăнине уявлакан тĕн праçникне вырсарникун, ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче, паллă тăваççĕ.
Елена ПОРФИРЬЕВА
Апрель 2026 |
