Лару-тăру кăткăс

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.04.2026, 10:18 Просмотров: 25

Чăваш Республикин çутçанталăк министрĕ Эмир Бедертдинов Вăрнарти шыв хранилищинчи кăткăс лару-тăру пирки пĕлтернĕ. Виçĕ кун хушши вăйлă çумăр çунăран кунта шыв шайĕ тăрук хăпарса кайнă. Çак объекта хута янăранпа 15-16 çул иртнĕ, анчах та шыв çав тери хăвăрт хăпарни халиччен пĕрре те пулман.

Территори подразделенийĕсен вăйĕсемпе шыв-шур сарăлса каяссине асăрхаттарма анлă профилактика ĕçĕсем пуçарнă. Шыв хранилищин пĕр пайне хăйăр миххисем хурса тухнă, ятарлă хÿтĕлев пленкипе çирĕплетнĕ. Плотинан вăйлă юхăмлă вырăнĕсене те 50 см чухлĕ хăйăр миххисемпе хÿтĕленĕ. Ĕçсене икĕ погрузчикпа 20 специалист пурнăçлаççĕ. Вĕсен хушшинче - Вăрнар округ администрацийĕн, Росгвардин, «Гидроресурс» учрежденин сотрудникĕсем.

Службăсем мĕнле ĕçленине Эмир Бедертдинов хăй тĕрĕслесе тăнине палăртнă. Вăрнарти шыв хранилищинче талăк тăршшĕпех дежурство йĕркеленĕ. Каçхи вăхăтра çутă системине хута яраççĕ.

Каласа хăвармалла, округра шыв илессипе çыхăннă лару-тăру уйрăм тимлĕхре. Специалистсем çакăн пекех хăрушлăх пур вырăнсене тухса çÿреççĕ, вырăнта май килнĕ таран ыйтăва çийĕнчех татса пама тăрăшаççĕ. Хальлĕхе Рункăра, Калининăра, Уйкас Юнтапара тата Мăн Элменте кил хуçалăхĕсене шыв илес хăрушлăх пур.

Енчен те эсир шыв вăйлă хăпарса кайнине куртăр пулсан округăн пĕрлĕхлĕ диспетчер службин номерĕпе шăнкăравлама пултаратăр: 8?83537% 2-64-77.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика