Нумаях пулмасть республикăри вăрçă ветеранĕсен клиника госпиталĕнче Етĕрнери 75 çулти пациента кăткăс операци тунă. Хĕрарăм пÿре çи парĕн ?надпочечникăн% шыççипе - феохромацитомăпа - аптăранă. Унăн юн пусăмĕ пĕрмаях хăпарнă.
Шыççа 2010 çултах тупса палăртнă-ха. 16 çулта вăл ÿснĕ те нумай гормон кăларма пуçланă. Пÿре çи парĕн операцине пурнăçлама йывăр пулнă, мĕншĕн тесен чирлĕ çын малтан та хирургсен пулăшăвĕпе усă курнă, ăна ытти енĕпе икĕ операци тунă пирки çĕвĕсем пулнă, лапароскопи ирттерме чăрмантарнă.
Çапах та 75 çулти хĕрарăм пурнăçне çăлас тесе хирургинчи тепĕр меслетпе усă курнă. Кăткăс операцине пирĕн ентеш, ятлă-сумлă тухтăр Владимир Осипов ертсе пынипе тунă. Асилтеретпĕр, Владимир Федорович поселокра çуралса ÿснĕ. Сывлăх сыхлавĕнче вăтăр çула яхăн тăрăшать. Владимир Осипов - республикăри вăрçă ветеранĕсен клиника госпиталĕн тĕп врачĕ, аслă квалификациллĕ хирург. Пациентсем пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвне илччĕр тесе тăрăшать.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Елена ПОРФИРЬЕВА
Апрель 2026 |
