Округра пурăнакансем хăйсене, кÿршисене, ял-йыша пăшăрхантаракан проблемăсене уççăн пĕлтерме пултарни - ырă та кирлĕ пулăм. Çакă чи çивĕч ыйтусене асăрхама тата татса пама пулăшать. Кунашкал ăнăçлă май вăрнарсен иртнĕ эрнере те пулчĕ.
Вĕсем тĕрлĕ сферăна пырса тивекен ыйтусене Чăваш Республикин Тĕп федераллă инспекторĕпе Григорий Сергеевпа тÿреммĕн сÿтсе явнă. Вăл Вăрнар округĕн администрацийĕнче граждансен йышăнăвне ирттернĕ. Ыйтусен тишкерĕвне округ пуçлăхĕ Надежда Никандрова, Вăрнар район прокурорĕ Сергей Парамонов, республикăн транспорт министрĕн заместителĕ Роман Краснов, Шупашкарти çутçанталăк сыхлавĕн прокурорĕн помощникĕ Алла Попова, Строительство министерствин пай пуçлăхĕ Наталья Васильева та хутшăннă.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
инспектор, вырăнти администраци, министерствăпа прокуратурăсен енчен тимлĕхе илнине пĕлтереççĕ.
Ирина ЯКОВЛЕВА
Апрель 2026 |
