Ака уйăхĕнче çанталăк ăшăтсах ячĕ. Хресчен çурхи ĕçсене ирттересси пирки шухăшлать. Тырпулĕ кăçал та вăйлă пултăр тесе ĕмĕтленет. Хресченĕн канма вăхăчĕ те çук. Уй-хир ылтăнĕ кĕлете кĕрсен те ĕç пĕтмест-çке. Аграрисем хĕлĕпех çуракине хатĕрленеççĕ. Вăрлăха алласа кондицие çитерме тăрăшаççĕ. Çунтармалли-сĕрмелли материалсене туянаççĕ. Ял хуçалăх машинисене çулталăкри техосмотр витĕр кăлараççĕ.
Татса памалли ыйтусем те пур. Çуракине тĕплĕн хатĕрленсе ирттерес тĕлĕшпе округ администрацийĕнче агроинженери конференцийĕ иртрĕ. Унăн ĕçне Раççей ял хуçалăх тĕрĕслевĕн Ульяновскри тата Чăваш Республикинчи, Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш енри управленийĕсен, «Росагрохимслужба» учрежденин тата ытти ведомство представителĕсем хутшăнчĕç.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Елена ПОРФИРЬЕВА
Апрель 2026 |
