Ача-пăча сывлăхне тĕрĕсленĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.04.2026, 09:21 Просмотров: 17

Çитĕнекен ăрăвăн сывлăхне сăнаса тăрасси – республикăн сывлăх сыхлавĕн тĕп задачисенчен пĕри. Вăл «Пĕрлехи Раççей» партин «Сывă пуласлăх» проекчĕн приоритетлă направленийĕн тата «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕн тĕллевĕсемпе пĕр килет. Вĕсен пулăшăвĕпе, акă, ачасене кÿрекен медицина тата профилактика тивĕçтерĕвĕсене татах та пахалăхлăрах тума, вĕсене республикăн чи аякри кĕтесĕсене те çитерме май пур.

Çак тĕллевсене пурнăçласа ĕнтĕ иртнĕ эрнере Вăрнар округĕнче те Республикăри ача-пăча клиника больницин тата Шупашкарти Перинаталь центрĕн специалисчĕсем пулнă. Мобильлĕ бригада йышĕнче - кардиолог, невролог, гастроэнтеролог, аллерголог, катамнез кабинечĕн педиатрĕ, эндокринолог тата гинеколог.

Шупашкарти тухтăрсем çак кун пирĕн тăрăхри çамрăк пациентсен сывлăхне тĕплĕ тĕрĕсленĕ. Вĕсем 100 ытла ачана йышăнма ĕлкĕрнĕ, вăл шутра чи малтанах - сывлăх тĕлĕшĕнчен хевтесĕррисене, хăйсем тĕллĕн çÿреме йывăррисене, йышлă çемьесенчисене тата аякри ялсенче пурăнаканнисене. Кашнинех чир-чĕрсене асăрхаттарма тата организма çирĕплетме усăллă сĕнÿсем панă, кирлисене валли вара сиплев мелĕсене те палăртнă.

- Уйрăм специалистсем пĕчĕк пациентсене округсене тухса çÿресе пăхни пуриншĕн те меллĕ. Çакă вырăнтах тулли диагностика ирттерме, чир-чĕрсене малтанхи тапхăрта палăртса вăхăтра сиплеме май парать. Тата ют çĕре каймасăр, хăнăхнă больница пÿлĕмĕсенчех ятарлă медицина пулăшăвĕ илме пултарни те - ачасемшĕн те, ашшĕ-амăшĕшĕн те çăмăллăх, - палăртнă район тĕп больницин поликлиникин ача-пăча уйрăмĕн заведующийĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Тимофеева та.

Ашшĕ-амăшĕсем те мобильлĕ бригада ĕçне пысăк хак панă. Вĕсен шучĕпе, Шупашкарти тухтăрсен кунашкал консультацийĕсем вăхăта çухатмасăр пахалăхлă медицина пулăшăвне тивĕçме, вăй-хала тата укçа-тенке перекетлеме те май параççĕ.

Ирина ПЕТРОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика