Палли пур, анчах ирттермеççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.04.2026, 09:22 Просмотров: 17

Çынсен ыйтăвне тивĕçтерсе Вăрнар поселокĕнче çуран утакансен каçмин паллисене тата темиçе çĕрте вырнаçтарчĕç. Ку питĕ аван.

Анчах та хăшпĕр водительсем вĕсене курмăш пулаççĕ. «Палли пур, анчах çул урлă каçакансене чарăнса ирттермеççĕ»,- пĕлтерчĕ пирĕн вулакан Советски урамĕнчи тĕп площадьри çул çинчи тĕслĕх пирки.

Чăн та, кунтан çын нумай çÿрет. Паллăна питĕ тĕрĕс вырăна лартнă. Мĕншĕн тесен ытларахăшĕ шăпах çак тĕлтрен каçса лавккана кĕрет, сквер витĕр тепĕр урама тухать. Шкул ачисем те йышлăн çакăнтанах иртеççĕ.

Пĕлĕш каланă пекех, шел те, пур водитель те кунти паллăна пăхăнмасть - çынна ирттерме ун умĕнче чарăнмасть. Хăшĕсем, çитменнине, хăвăртлăха та чакармаççĕ.

Полицин «Вурнарский» пайĕн Патшалăх автоинспекцийĕн уйрăмĕн пуçлăхĕ Геннадий Казыкин çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнмаллине асăрхаттарать. Çуран çÿрекенсене палăртнă вырăнтан ирттерменшĕн штраф хунине аса илтерет.

Чăнах та ĕнтĕ, автоинспекци ĕçченĕсем кашни çул каçми тĕлĕнче сыхласа тăраймаççĕ. Водительсен хăйсен çивĕч пулмалла, правилăсене уямаллах! Поселок урамĕсенче çил пек вĕçтерсе çÿрени те килĕшÿсĕр...

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика