Редиса хăяр, купăста, çĕрулми ÿстернĕ тата маларахри çул органикăпа тулăхлатнă çĕр çинче ÿснĕ культурăсем вырăнне акмалла.
Редис кишĕр пекех çĕнĕ навуса килĕштермест, ăна хывнипе çимĕç хытать, кукăр çитĕнет тата çăмламасланать.
Редис уçăрах çанталăкра лайăх ÿсет, сĕтеклĕ пулать. 22 градусран ăшăрах тата кун вăрăм пулсан вăл хытать тата кукăрлать.
Çимĕçе тăтăшах шăвармалла, уйрăмах ÿснĕ вăхăтра, унсăрăн вăл пушах пулĕ.
Азот тата фосфор удобренийĕ ытларах пулсан редис стрелкăна каять.
Апрель 2026 |
