Хĕлле хыççăн теплицăра тусан, кăмпа спорисем, чир-чĕр пуçаракан микроорганизмсем пухăнаççĕ. Вĕсем пулас тухăçа пысăк сиен кÿме пултараççĕ. Çавăнпа та пахчаçимĕç лартиччен теплицăна дезинфекцилемелле. Ăна тĕплĕн пуçтарса çунинчен пуçламалла.
Йăрансем çинче пĕлтĕрхи ÿсентăран юлашкийĕсем юлнă пулсан вĕсене илсе тухмалла. Шăпăрпа эрешмен картисене, типсе ларнă кăпшанкăсене, тусана лайăх шăлса илмелле. Шалтан çемçе губкăпа тĕплĕн çумалла. Сиенсĕрлетме çакăн пек мелсемпе усă курма пулать:
100-150 г хуçалăх супăньне 10 литр шывра ирĕлтермелле. Ку хутăш поликарбонатшăн та, кантăкшăн та хăрушсăр.
Кальциллĕ сода хутăшĕ. 10 литр шыв çине 2-3 апат кашăкĕ ямалла. Органикăлла вараланчăксене лайăх тасатать.
Теплицăсене çумалли ятарлă хутăшсем. Вĕсем типнĕ хыççăн ÿсентăрансемшĕн хăрушсăр.
Çуса тасатнă хыççăн теплицăна ăшă çанталăкра талăк хушши типĕтмелле.
Теплицăри çĕр пирки те манмалла мар. Ăна та дезинфекцилемелле.
Чи ансат тата хăрушсăр мел - тăпрана вĕренĕ шывпа шăварса тухни. Ку çиелте вырнаçнă сиенлĕ микрофлорăна пĕтерме май парать.
Тăпран çиелти сийне марганцовка хутăшĕ сиенсĕрлетет. Ăна хатĕрлеме 10 литр шыв çине 3–5 г марганцовка хушмалла.
Фитоспорин-М препарат. Инструкцине пăхăнса усă курсан вăл çынсемшĕн те, чĕрчунсемшĕн те хăрушсăр. Чылай кăмпа тата бактери чирĕсене пĕтерме пулăшать.
Чи шанчăклă мел вара - тăпран çиелти сийне 5-10 см таран пĕтĕмпех улăштарни. Хăшпĕрисем çак процедурăна 3-4 çулта пĕр хут ирттереççĕ.
Апрель 2026 |
