Мачамăш ялĕнчи Фаина Васильевнăпа Юрий Алексеевич Петровсем сапфир туй кĕрекине ларнă.
Вĕсем 45 çул пĕрле пĕр чĕлхерен, шăкăл-шăкăл пурăнаççĕ ĕнтĕ. Çемье телейĕ мĕнре-ши/
«Чи кирли - пĕр-пĕрне юратни, хисеплени», - терĕç Петровсем. Вĕсем ял-йышра хисепре.
Вăхăт иртнĕ пулин те пĕр-пĕринпе паллашнă саманта паян та лайăх астăваççĕ. Ĕçри тусĕ Фаина Васильевнăна 3-04 телефон номерĕпе шăнкăравлама хушнă. Мĕн каланине хĕр пурнăçланă. Телефонпа калаçнă чухне пике яш каччăн ырă кăмăллă сассине тÿрех уйăрса илнĕ. Ун чухне Юрий Алексеевич «Правда» колхозăн пушар хуралĕнче тăнă. Фаина Васильевна вара Калинино райповĕнче тимленĕ, кондитер цехĕнче вăй хунă.
Хăйсем пĕр-пĕрне тупнине, Турă çырнине тĕл пулнине тÿрех ăнланнă каччăпа хĕр. Пĕр çемье çавăрса Мачамăшра тĕпленнĕ, çурт лартнă.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Хамăр инф.
Апрель 2026 |
