Тĕнчере лару-тăру лăпкă мар. Раççейĕн мухтавлă ывăлĕсем те, акă, миршĕн нацистсемпе кĕрешсе хăйсен пурнăçне шеллемеççĕ. Вĕсем чăн-чăн хÿтĕлевçĕсем.
Шел те, ятарлă çар операцийĕнче паттăррăн пуç хунисем те пур. Нумаях пулмасть пĕр ялти çамрăка та юлашки çула ăсатрĕç. Çывăх çыннисене хуйха-суйха чăтма мĕнлерех йывăр. Ашшĕ-амăшне Турă вăй-хал патăрччĕ.
Хăшпĕр ентешсем çапăçу хирĕнчи паттăрлăхшăн тивĕçнĕ сумлă наградăсене те хăйсем илеймеççĕ. Орден-медалĕсене тăванĕсене параççĕ. Çар задачисене пурнăçланă чухне салтаксемпе офицерсем вилĕме куçран пăхаççĕ. Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем умĕнче эпир пуç таятпăр.
Паттăрсем вилмеççĕ, теççĕ. Чыспа тивĕçе мала хунисен, çĕршыв пуласлăхĕшĕн пурнăçне шеллеменнисен ырă ячĕ тăванĕсен, ентешĕсен асĕнче ĕмĕр-ĕмĕр упранĕ. Паттăрла ĕçсем нихăçан манăçмĕç.
Нина ПАРАМОНОВА
Апрель 2026 |
