Футбола аталантарнăшăн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.04.2026, 09:30 Просмотров: 16

Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкул чылай çул ĕнтĕ «Футбол в школе» проекта хутшăнать. Ун йĕркипе физкультура учителĕ Рустам Асхатович Салахутдинов шкул ачисемпе кăна мар, ача сачĕсенче те, ашшĕ-амăшĕсемпе те тĕрлĕ мероприятисем йĕркелет.

Астăватăр пулĕ, Çĕнĕ çул умĕн шкулти футбол темипе илемлетнĕ ăлка сумлă конкурсра çĕнтерме пултарнăччĕ.

Çак кунсенче вара Раççей футбол союзĕ шкула çĕнĕ спорт инвентарĕпе тивĕçтернĕ.

Çак парнене шкул физкультура урокĕсене тата урок тулашĕнчи ĕçе активлă йĕркеленĕшĕн тивĕçнĕ.

«Футбол в школе» - ачасене спортпа туслаштарма пулăшакан проект. Вăл кĕçĕннисене спортăн ку тĕсне урокра çеç мар, секцисенче те алла илме май парать.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика