Медиацентрсем проектсен ĕçне çутатĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.04.2026, 09:31 Просмотров: 17

Çĕрпелти шкулта округри шкулсенчи медиацентрсен «Улшăнусен центрĕнче: пуçаруллă проектсем çамрăксен куçĕпе» конкурса старт панă. Унăн тĕллевĕ - хамăр тăрăхри ялсемпе саласем пуçаруллă проектсене пула ырă енне улшăннине каласа парасси.

Вăрнар округĕн пуçлăхĕн заместителĕ Ирина Казенова шкул ачисемпе вĕсен наставникĕсене конкурсра малти вырăнсене çĕнсе илме ăнăçу суннă, вĕсен умĕнче кăткăс задача пулнине палăртнă. Кăçал округра 106 пуçаруллă проекта вăя кĕртмелле. Çакăн пек калăпăшлă ĕç Чăваш Республикин Пуçлăхĕн администрацийĕ тата правительстви пулăшнипе пурнăçланмалла. Пĕтĕм ĕç-хĕле туллин çутатма шкулти медиацентрсен конкурсне йĕркеленĕ. Унăн положенийĕсемпе номинацисене çирĕплетнĕ ĕнтĕ. Конкурса декабрь уйăхĕнче пĕтĕмлетеççĕ.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

 

Оксана СЕМЕНОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика