Вăл утă уйăхĕн 15-мĕшĕччен пырĕ. Çак тапхăрта республикăри 1300-е яхăн каччă çар ретне тăрĕ.
Призывниксене электронлă тата хут повесткăсем параççĕ. Электронлине «Госуслуги» портала яраççĕ. Çичĕ кунтан, унпа паллашман пулин те, повесткăна илнĕ шутланать. Çар комиссариатне каймасан чару мерисем йышăнĕç, штраф хурĕç.
Вăрнар округĕнчен ку призывпа салтак аттине 38 яш тăхăнĕ. Мартра вĕсем медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă.
Апрель 2026 |
