Культура ыйтăвĕсемпе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.04.2026, 09:33 Просмотров: 15

Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тата Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева Мускавра Раççей культура министрĕпе Ольга Любимовапа курнăçнă. Тĕлпулура регион Правительствин культурăпа искусствăри 5 çулхи ĕçне пĕтĕмлетнĕ, умри тĕллевсене палăртнă.

Олег Николаев республика культура инфратытăмне çине тăрсах аталантарнине пĕлтернĕ: юлашки пилĕк çулта отраслĕн пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетме 5,6 миллиард тенкĕ хывнă, 21 культура учрежденийĕ тунă, 500 ытла учреждение модернизациленĕ, çĕнĕ оборудованире тивĕçтернĕ.

Регионта «Çемье» наци проекчĕн мероприятийĕсем ăнăçлă пурнăçланаççĕ. Пĕлтĕр Сухайкасси ялĕнче ачасен искусство шкулне тĕпрен юсанă. Элĕкри литературăпа таврапĕлÿ музейне оборудованипе тивĕçтернĕ, тĕслĕхлĕ 4 библиотека уçнă, - Чăваш енри лару-тăрăва лайăх пĕлнине çирĕплетнĕ министр.

Пысăк пулăмсен шутĕнче - «Çĕнтерÿ художникĕсем» акци, Андрей Эшпай композитор çуралнăранпа 100 çул çитнине паллă туни, ытти проект. Олег Николаев министра Андриян Николаев çуралнăранпа 95 çул çитнине халалланă проект çинчен каласа кăтартнă. Тĕлпулура космонавтăн мемориал комплексĕн реконструкцийĕпе çыхăннă ыйтăва, ытти темăна сÿтсе явнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика