Халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен Вăрнарти центр музейра «Килти мул çÿпçи» ятпа ăшă тĕлпулу йĕркелерĕ.
Амăшĕсемпе ачасен тунсăхлама вăхăт пулмарĕ. Малтанах вĕсене кĕмĕл волонтерсем Галина Приезжева, Надежда Степанова тата Светлана Давыдова пултарулăх тĕнчине илсе çитерчĕç.
Вĕсем çитсă татăкĕсенчен çĕленĕ хитре утиялĕсем пурне те тыткăнларĕç. Ветерансем изделисен техникипе те паллаштарчĕç.
Унсăр пуçне калаçу аваллăха та тавăрчĕ. Пирĕн асаннесемпе мăн асаннесем алĕçĕсене епле пурнăçланине аса илчĕç. Вĕсен хальхилле лавккара нимех те туянма май пулман. Çитменнине, ăсталăх валли япаласем те ытлашши сутман. Çавăнпа та хĕрарăмсем ачисем валли те ал айĕнчи материалтан теттесем çĕленĕ.
Пухăннисен те çакнашкал мастер-класа хутшăнма май пулчĕ. Вĕсем татăксенчен кĕске вăхăтрах управçă-пуканесем ăсталарĕç.
Социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен центр директорĕ Катерина Кадыкова пухăннисене «Единая Россия» партин «Çирĕп çемье» проекчĕ кÿрекен пулăшу мерисемпе, ачаллă çемьесене тивĕçекен çăмăллăхсемпе паллаштарчĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА
Апрель 2026 |
