Çĕнĕ сăвăсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.04.2026, 11:28 Просмотров: 15

Эп сана куратăп

Хăш чухне, тăван яла çитсессĕн,

Улшăнман пек тавралăх умра.

Чĕре хыттăн чиксе илсессĕн

Сан сăнна туятăп ăшăмра.

Куçа хупсан хытă хумханатăп.

Çамрăк вăхăт, илемлĕ самана.

Юратнă тĕлĕнтермĕш, эс, тăратăн.

Эп сана тытап пек ытамра.

Кун пеккине сайра-хутра куратăп -

Паллă кун е кĕтнĕ вăхăтра.

Çуркунне улăхра чечек тататăп,

Темшĕн эс тăратăн аякра.

Кĕтетĕп

Яла савни патне васкатăп.

Вăй илнĕ яшлăхри тирек.

Сана кăна тĕлĕкре куратăп

Паян анчах паллашнă пек.

Çутă кун улăхра çÿретпĕр

Мăн Çавал тулли çыранĕпе.

Тăван енĕм, саншăн савăнатпăр -

Илемли çук таврашĕпе.

Кайăксем тĕмрен тĕме вĕçеççĕ

Чечекрен сĕткенсене ĕмсе.

Пылланнă тутусем чĕтреççĕ

Эп сана ыталасса кĕтсе.

Ĕмĕтĕмсем чĕрем тулли.

Тавах телейлĕ яшлăха.

Савни, эс чăнахах хĕвел шевли.

Мĕнле ытармăн ырлăха/

Çăмăл мар кĕтме, пĕлетĕп.

Ир пиçрĕ улăхри чечек.

Ăсатнă чух каларăн: «Кĕтетĕп,

Ан çыпçăнтăр кăна инкек».

Куратăп, уçă чÿречи.

Кантăк çинче чечек пуххи.

Эп çитнине туять-ши ун чĕри/

Сисетĕп, çумрах чунăм ăшши.

Асăрханă мана вăл аякран,

Савăннипе йĕпеннĕ куçĕсем.

Пĕр витре пуçтарнă хурлăхан -

Ун куçĕ пек çутă çырлисем.

Вăрантăм, çывăрнă ирччен.

Çумра çук савниçĕм, тĕлĕнеп.

Пахчара тĕрмешет иккен.

Чуптурăм çырлаллă тутинчен.

ВенСОР-Яваш

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика