Тĕрлĕ чĕлхе янăравĕллĕ каç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.04.2026, 11:30 Просмотров: 15

Вăрнарти тĕп библиотека залĕсем эрнекун тĕрлĕ чĕлхе янăравĕпе тулчĕç. Кăçалхи профильлĕ çулталăксене халалласа кунта «Халăхсен пĕрлĕхĕ - Раççей вăйĕ» каç иртрĕ

«Библиокаç» тĕрлĕ интерактивсене пĕрлештерчĕ. Вĕсене кĕçĕннисем те, аслисем те хутшăнма пултарчĕç. Чи пĕлтерĕшли - мĕнпур мероприяти халăхсен туслăхне кăтартрĕ.

Ачасем, ак, кубик йăвантарса Чăваш ен тăрăх «утса» кашни округ çинчен пĕлме пултарчĕç.

Фотозона та пурне те илĕртрĕ. Кăмăл тăвакансем халăхсен çипуçне тăхăнса та ÿкерĕнме пултарчĕç.

Тепĕр залра вара алăсталăхĕн лаççи ĕçлерĕ. Музей директорĕ Елена Шарипова ĕлĕкхи чăвашсен йăлине аса илсе управçă-пукане хатĕрлеме йыхравларĕ. Ун пĕлтерĕшĕ тарăн шухăшлă - хĕрарăмсене усал-тĕселтен, куçăхасран хÿтĕленĕ иккен. Çавăнпах пулĕ управçăна кашниех таса туйăмпа ăсталарĕ.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика