Округ ветеранĕсем пултарулăхра кăна мар, спортра та хастаррине ĕçпе çирĕплетеççĕ
«Кĕмĕл ÿсĕм» центр активисчĕсем, акă, кашни эрнерех «Рассвет» спорт шкулĕнче ÿт-пĕве пиçĕхтереççĕ. Владимир Прокопьев директор тата Николай Афанасьев тренер вĕсене тренажерсем çинче, активлă вăйăсенче сывлăха çирĕплетме майсем туса параççĕ.
Аслă ăрурисем округ тулашĕнчи ăмăртусене те хаваспах хутшăнаççĕ. Иртнĕ эрнере, акă, вĕсем Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче пенсионерсем хушшинче иртнĕ «Хастар та вăрăм пурнăç» Спартакиадăра тупăшнă. Ăмăртусене çăмăл атлетика, дартс, ишев, хутăш эстафета енĕпе тата ГТО комплексне пурнăçлассипе йĕркеленĕ.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Апрель 2026 |
