Чăваш енри округсенче те, Вăрнар тăрăхĕнче те «Архиври каç» акци иртрĕ. Ăна кашни çулах тухăçлă йĕркелеме тăрăшаççĕ. Кăçал акцие Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкне тата Чăваш енри халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалларĕç. Çавăн пекех 2026 çул ытти пĕлтерĕшлĕ кунсемпе паллă: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнăранпа, Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене çĕклеме тытăннăранпа 85 çул çитет.
Вăрнарти архив 1-мĕш шкулăн 5-мĕш «В» класĕнче вĕренекенсене хапăлласа кĕтсе илчĕ. Вĕсем управăша наставникпе çитрĕç. Архив пайĕн ертÿçи Эльза Тракова çирĕплетнĕ тăрăх, Вăрнар управăшĕ материалсем енчен пуян. Архивра кивĕ хутсене, алăпа çырнисене, цифрăна куçарас ĕçе ăнăçлă пурнăçлаççĕ. Тăван ен историйĕ, унăн мухтавлă çыннисем пирки чылай пĕлме пулать.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Елена ПОРФИРЬЕВА
Апрель 2026 |
