Чăваш енре отрасльсенчи Хĕрарăмсен канашĕсен «Хĕрарăма мухтар» 5-мĕш фестиваль-конкурсĕ иртнĕ. Ăна Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкне халалланă. Фестиваль йĕркелÿçи - Чăваш енри хĕрарăмсен союзĕ. Пилĕк çул хушшинче конкурса республикăри 22 пысăк предприятин командисем хутшăннă. Вĕсен хушшинче «Химпром», «Элара», «Трактор завочĕсем» концерн тата ыттисем те.
«Фестиваль республикăри тĕп отрасльсенче ĕçлекен чи талантлă та активлă хĕрарăмсене пуçтарчĕ. Вĕсем çемьере те, производствăра та, обществăлла пурнăçра та хастар. Паян Хĕрарăмсен канашĕсем чылай предприятипе организацире йĕркеленнĕ. Шăпах этемлĕхĕн черченкĕ пайĕ производствăн кăткăс ыйтăвĕсене татса пама тата пĕр-пĕрне йывăр лару-тăрура пулăшма васкать», - палăртнă республика Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Оксана СЕМЕНОВА
Апрель 2026 |
