Раççейре шкул ачисене пĕрремĕш пулăшу парассине тата ытларах вĕрентме палăртаççĕ. Ку хăнăхусене вĕрентÿ программине кĕртнĕ ĕнтĕ, кăçал вара татах та çĕнĕ пуçарусене хушса анлăлатасшăн.
Раççейри пĕрремĕш пулăшу обществин председателĕ Леонид Дежурный хыпарланă тăрăх, ку тĕлĕшпе уроксем тулашĕнчи ĕç-хĕле ирттерме ятарлă программа хатĕрлеççĕ. Унта 8-мĕш хыççăнхи классене хутшăнтарма палăртаççĕ, вăл виçĕ сехетлĕ модуль майĕпе пулĕ.
- Пирĕн шкулсенче пĕрремĕш пулăшăвăн хăнăхăвĕсене вĕрентесси пурнăçланса пырать ĕнтĕ, çав шутра виçĕ предметра: физкультурăра, биологире тата пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсенче. Е халĕ тепĕр çĕнĕ предмет - хăрушсăрлăх тата Тăван çĕршыв хÿтĕлевĕн никĕсĕсем. Кунта 8-9-мĕш классен тата 10-11-мĕш классен курсĕсенче ку енĕпе пĕлÿ парассине кĕртнĕ. Çавăн пекех 10-мĕш класс хыççăн уроксем тулашĕнчи ĕç-хĕл пур - арçын ачасем çар сборĕсенче пулаççĕ, хĕрачасем пĕрремĕш пулăшу пама хăнăхаççĕ. Халĕ вара кунашкал программăна 8-мĕш класс хыççăн хатĕрлеççĕ, ăна обязательнăй йĕркепе тухмалла. Унта виçĕ сехетлĕ виçĕ модуль пулĕ, пĕри - пĕрремĕш пулăшу пирки, - ăнлантарнă Леонид Дежурный «Синергия» университетăн Пĕрремĕш пулăшăвăн тата тактика медицинин центрне уçнă вăхăтра.
Хамăр инф.
Апрель 2026 |
