Вĕрентекенсен фестиваль-конкурсĕнче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.04.2026, 13:13 Просмотров: 134

Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта пуçламăш классен учителĕсен педагогика ăсталăхĕн «Хальхи вĕрентÿ чĕнĕвĕсем» республикăри фестиваль-конкурсĕн виççĕмĕш тапхăрĕ пулчĕ. Вăл «Ÿсĕм формули: çамрăклăхÇ опыт» девизпа иртрĕ.

Мероприятие Çĕмĕрле, Улатăр, Етĕрне, Элĕк, Вăрнар, Хĕрлĕ Чутай, Пăрачкав округĕсен тата Улатăр хулин педагогĕсем хутшăнчĕç.

Фестивалĕн тĕп тĕллевĕ - тухăçлă педагогика практикисене сарасси. Эксперт комиссийĕн йышне пуçламăш пĕлÿ енĕпе тимлекен регионти тата шкулсенчи методика пĕрлешĕвĕсен ертÿçисем кĕнĕ. Хăнасем хушшинче опытлă педагогсем те, çамрăк специалистсем те, вĕрентÿ организацийĕсен ертÿçисем те пулчĕç. Фестиваль-конкурса Чăваш ен вĕрентÿ институтĕнче тăрăшакан педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ Светлана Игнатьева та хутшăнчĕ.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика