Агрослет иртĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.04.2026, 13:14 Просмотров: 136

Çу уйăхĕн 22-24-мĕшĕсенче Чăваш енре «Ялта чи лайăххисем» агрослет иртĕ.

Çамрăксем валли 5-мĕш хут йĕркелекен мероприятие кăçал Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалланă. Вăл «Единая Россия» халăх программи валли сĕнÿсем пухмалли лапам пулса тăрĕ.

Агрослет кашни çулах республикăри пултаруллă та хастар çамрăксене пухать. Йăлана кĕнĕ тăрăх, унта тĕрлĕ професси çынни пулĕ: тухтăрсем, аграрисем, учительсем, культурăпа спорт ĕçченĕсем, предпринимательсем. Мероприятие çавăн пекех Чăваш патшалăх аграри университечĕ тата Чăваш аграри колледжĕ хутшăнĕç. Унсăр пуçне федерацин Атăлçи округĕнчи регионсенчен те çамрăксем килсе çитĕç. Агрослет программипе килĕшÿллĕн кăçал та унта хутшăнакансен парачĕ, ял çамрăкĕсен спартакиади, пулă яшки пĕçерессипе ăмăртусем пулĕç. Çавăн пекех экспертсемпе, общество хастарĕсемпе тата влаç органĕсен представителĕсемпе дискуссисем иртĕç. Слет ĕçне «Единая Россия» партин представителĕсем те хастар хутшăнĕç.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика