Çемьесене пулăшма

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.04.2026, 13:19 Просмотров: 131

Чăваш ен Ĕçлев министерстви республикăра корпоративлă демографи стандартне пурнăçа кĕртмелли çинчен пĕлтерет. Ку пуçару çемьесене тĕрев пама, демографи лару-тăрăвне лайăхлатма пулăшмалла.

Корпоративлă демографи стандарчĕ - ĕçпе тивĕçтерекенсене пулăшмалли сĕнÿ-канаш. Тĕллевлĕ ĕçлесен ку стандарт сотрудниксене професси тивĕçĕсене çемье пурнăçĕпе килĕшÿллĕ çыхăнтарма пулăшмалла.

Çак стандарта организацисем валли хатĕрлес тата ĕçе кĕртес енĕпе 2026 çулхи пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче ирттернĕ виçĕ енлĕ Комисси ларăвĕн протоколĕнче çирĕплетнĕ.

Корпоративлă демографи стандарчĕн 5 енне палăртнă. Акă, вĕсем:

Профессипе çемье тивĕçĕсене çыхăнтарма пулăшасси: тулли мар ĕç вăхăчĕ, майлă график, ачаллă ĕçченсене хăйсемшĕн меллĕ вăхăтра отпуска яни.

Çемье тивĕçĕсене пурнăçлакан сотрудниксене социаллă пулăшу кÿресси: пепке çуралсан, çемьери паллă событисем Тĕплĕнрех - хаçатра.

Елена ГРИГОРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика