Патриотлă сăвăсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.05.2026, 13:35 Просмотров: 102

Ачалăхри вăхăтсем

Çуркунне юрсем ирĕлсен

Чупнă эпир çаруран.

Урара çăпата пулман

Аттесем вăрçа кайнăран.

Сăр хĕрринче аннесем

Чавнă сивĕре окопсем.

Ал-ура шăнса хытнине

Чăтнă чĕререн, чунĕпе.

Çынсем çапах пуç усман,

Чăтнă йывăр çулсене.

Уйри тырă анисене

Трактор, комбайн пуçтарман.

Ачалăх савнăçĕ пулмарĕ,

Веçех вăрçă илсе кайрĕ.

Хушăран выçă çÿренĕ,

Тăхăнмалли те пулмарĕ.

Вăрçă хыççăн та пурнăçĕ

Халăхшăн çăмăл килмерĕ.

Тăшман ăнсăртран тапăннипе

Çĕршыва самаях аркатрĕ.

Пĕтĕм халăх пĕрле пулса

Хуласене çĕклерĕ.

Мирлĕ пурнăçшăн тăрăшса

Чуна парса ĕçлерĕ.

Эпир, вăрçă ачисем,

Йывăрлăхне тÿсрĕмĕр.

Халь пурнакан çамрăксем

Вăл пурнăçа ан курччăр.

 

Анне сăнарĕ

Аннен кун-çулĕ

Çăмăлах пулмарĕ.

Йывăрлăх тем чухлĕ

Вăрçă купаларĕ.

Аттепе пиччене

Фронта ăсатрĕ.

Виçĕ ачине

Куççуль витĕр йăпатрĕ.

Шартлама сивĕре

Шăн çĕрпе асапланнă.

Ачисемшĕн çунса

Куççульне юхтарнă.

Хушăран, вăй пĕтсен,

Окопра та çĕр каçнă.

Ăшăтма урине

Улăмпа çеç пултарнă.

Асапа, хĕн-хура

Вăл çĕнтернĕ пĕрех.

Ялан пулĕ асра

Вăй парса ĕмĕрех.

Нина ПАРАМОНОВА

Малтикас Ялтăра

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика